Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче хуҫасӑр йытӑсене усрамалли приют уҫӗҫ. Ку хыпара Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫи ӗнер Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫавна май вӑл приюта хатӗрленипе те паллашнӑ.
Сӑмах май каласан, кӳкеҫсем хуҫасӑр йытӑсем йышлине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тӑтӑшах пӗлтеретчӗҫ. Ун пеккисем ытти тӑрӑхра та пур. Йытӑсене персе пӑрахма юрамасть – чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакӑн пирки вӗҫӗмех сӑмах хускатаҫҫӗ.
Приют тума республика хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ 8 миллион тенкӗ. Хуҫасӑр йытӑсене район центрӗнчи ветеринари станцийӗ пулнӑ вырӑнта усрӗҫ. Малтанласа унта 15 йытӑ усрамалӑх вырӑн пулӗ, республика хыснинчен укҫа уйӑрсан – 150 йытӑлӑх.
Приютра ӳлӗмрен ҫулталӑкне 3 пине яхӑн йытта стерилизацилеме, вакцинацилеме тата сиплеме май килӗ.
Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ.
Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе.
1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ. Кайран «аталаннӑ социализм» вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланма пуҫларӗ.
Анчах, 1986 ҫултан пуҫласа Михаил Горбачёвӑн Перестройка ҫулӗсенче майӗпен наци юхӑмӗсем ҫӗкленнӗччӗ. Чӑваш хастарӗсем Чӑваш Республикинче Иван Яковлев ячӗллӗ пӗрлӗхе, ЧОКЦ, ЧОКЦ-2, ЧАП, ЧНК йӗркелерӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурри ытла чӑвашсем пурӑнма пуҫларӗҫ. Майӗпен урамра та чӑвашла калаҫни илтӗнме пуҫланчӗ. Халь нумай чӑвашсем хамӑр тӑван чӗлхепе уҫҫӑн калаҫма вӑтанма пӑрахрӗҫ.
...Хайхи «Folkswagen» ҫумӗнче арҫынпа хӗрарӑм тӑнӑччӗ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи Ишлейра физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ хута ямалла.
Асӑннӑ сооружени пирки вӑл тӑрӑхисем тахҫанах ӗмӗтленме тытӑннӑ. Кӳкеҫре ФОК хӑпартса лартсанах калаҫма пуҫланӑ. Хӑйсем патне тӗрлӗ тӳре-шара пухӑва пырсан та вӑл ыйтӑва тӑтӑшах хускатнӑ. Унран та ытларах – Янӑшри шкула тӑвиччен Ишлейра физкультурӑпа сывлӑх кмопелксӗ тумалла пулнӑ тесе ӑмсанакансем те пур.
Халӗ ФОКа тума аукцион иртессине пӗлтернӗ. Ӗҫ хакӗ – 180 миллион тенкӗ. Объекта кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Спорт сооруженийӗ Совет урамӗнче пулӗ.
Ӗнер республикӑра 5 пушар пулнӑ. Пӗринче ҫын суранланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи «Хастар» юлташлӑхра хуралтӑ таврашӗсене ҫулӑм тӗп тунӑ. Юнашарах ларакан икӗ хутлӑ ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче кафере пушар алхаснӑ. Ун чухне, ирхи 3 сехет ҫурӑра, унта ҫынсем пулман. Хуралҫӑ шар курман.
Кӑнтӑрла Хевеш урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Хуҫи пирусне сӳнтерме маннӑ-мӗн. 34 ҫулти арҫын ҫывӑрнӑ, сӳнтермен пирусран матрас ҫунма тытӑннӑ. Хӑй шар курман.
Шупашкар районӗнчи «Тихий берег» кану базинче ҫулӑм алхаснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫурт ҫуннӑ. 41 ҫулти хуҫи чутах ҫунса вилмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳрте чӗртсе яма пултарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре Шупашкар районӗнчи Тумкасси ялӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл хӑйӗн КамАЗӗ айне пулнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын гараж умӗнче хӑйӗн бензовозне юсанӑ. Унччен те пулман – транспорт вырӑнтан тапранса кайнӑ, хуҫи урлӑ каҫса юр ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Тухтӑрсем киличчен арҫын чӗрех пулнӑ. Анчах, шел те, вӑл пульницӑра ҫав кунах вилнӗ. Йӗрке хуралҫисем халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енре нумаях пулмасть тӑватӑ кашкӑра тытнӑ. Вӗсене сунарҫӑсем персе вӗлернӗ. Ҫакна Ҫутҫанталӑк министерстви вӗлернӗ тискер чӗрчунсен тирне маркировка туни те ҫирӗплетнӗ.
Маркировкӑна сунарҫӑсем умӗнчех тунӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кашкӑрсен тӑватӑ тирне илсе килнӗ.
Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ кашкӑра Йӗпреҫ районӗнче тытнӑ. Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче пӗрер кашкӑр лекнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Юмансар ялӗ ҫывӑхӗнче кашкӑрсем тухни пирки сас-хура сарӑлче. Шкул автобусӗнче пыракансем тӑватӑ ураллӑскерсем чупнине видео ӳкернӗ. Анчах сунарҫӑсем кайран вӗсем кашкӑрсем пулманнине ҫирӗплетнӗ.
Митта Ваҫлейӗн Хунтин (Фончӗн) Канашӗ 2021 ҫулшӑн Митта Ваҫлейӗн Парнине (Премине) «Литературӑпа искусствӑри пултарулӑхшӑн» тата «Чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвӗ валли тунӑ ӗҫсемшӗн» номинацисенче (пӗр харӑс)
– литературӑри тата пурнӑҫри тӳрӗлӗхшӗн, чӑваш литературине пӗтерес патне илсе ҫитернӗ кунсенче чӑваш ҫыравҫин чыслӑхне ӳкме паманшӑн [упраса хӑварма пултарнӑшӑн],
– пурнӑҫ тӑршшӗпех хаҫат-журналта ӗҫлесе хуть те хӑҫан та чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗ чӑн-чӑн демократилле ҫулпа пулса пытӑр тесе тӑрӑшнӑшӑн, ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ ҫулсенче яланах уҫҫӑнлӑхпа чӑнлӑха, тӗрлӗшухӑшлӑха ҫул парса пынӑшӑн,
– илемлӗ хайлавӗсенче тӑван халӑхӑн хальхи тата авалхи пурнӑҫне куҫа курӑнмалла чӗррӗн те чуна витермелле тӗрӗс кӑтартма, малашлӑха шанӑҫпа пӑхма ӗненӳпе вӑй-хӑват паракан сӑнарсем ҫуратма [калӑплама] пултарнӑшӑн Николай МАКСИМОВ чӑваш ҫыравҫине тата журналиста пама тата ӑна Митта Ваҫлейӗн сӑнӗллӗ кӗмӗл паллӑпа (медальпе) чыслама йышӑннӑ.
Николай Николаевич Максимов 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ, ачаллах амӑшӗсӗр юлнӑ, ҫамрӑклӑхӗ Йӗпреҫ районӗнче иртнӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрарӑма пӗчӗк ачине тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн явап тыттарнӑ. Вӑл пепкине хӑварнӑ, хӑй юлташӗсемпе савӑнса ҫӳренӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм ҫур ҫулти ывӑлне Красноармейски районӗнче пурӑнакан пиччӗшӗ патӗнче хӑварнӑ, хӑй тухса кайнӑ та вӑхӑта тусӗсемпе ирттернӗ.
Ача вара 6 сехет ытла, хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ киле киличчен, пӗччен тӑрса юлнӑ. Кун пирки ҫамрӑк хӗрарӑм питӗ лайах пӗлнӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ патне темиҫе кунран ҫеҫ таврӑннӑ.
Судра вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Суд ӑна 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Пушар хуралӗнче ӗҫлекенсен ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те сӳнтерме тивет. Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Шупашкарти Кадыков, Кривов тата Гузовский урамӗсенчи контейнерсем ҫунма тытӑннӑ. Унта пушар сӳнтерекенсем ҫитнӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ырашпулӑхра йывӑҫ мунча хыпса илнӗ. 55 ҫулти кил хуҫин ытти хуралти те вутра кӗлленнӗ. Юрать, пӳртне ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Пушар ҫурҫӗр тӗлӗнче тухнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти уйрӑм ҫуртсенчен пӗринче мунча ҫуннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 236 хут алхаснӑ. Вут-ҫулӑм 6 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. 27 ҫын вилнӗ, 10-ӑн пиҫсе кайнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхе учителӗсен педагогика ӑсталӑхӗн форумӗ иртнӗ. Унта 18 регионти 36 учитель хутшӑннӑ, ҫав шутра – Чӑваш Енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те.
Виҫӗ кунлӑх мероприятие педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернисем кайма тивӗҫнӗ. Пирӗн тӑрӑхрисенчен йышра ҫаксем пулнӑ: Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Петрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Елена Николаева, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшакрах ачасен 2-мӗш шкулӗнчи Ираида Матьянова, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин «Вӗрентӳ тата ачасене комплекслӑ пулӑшакан центрӗ» учрежденири Любовь Кудрявцева, Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи шкулти Светлана Ефимова, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулти Галина Хлебникова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |